Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӑвай районӗ

Республикӑра

Чӑваш Енре ачасене пула пушар тухнӑ. Ҫавна май утӑ хунӑ сарай ҫунса кӗлленнӗ.

Ку Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун 15 сехет тӗлне 12 тата 13 ҫулсенчи ачасем утӑ хунӑ сарайра, кӳршисем патӗнче, вылянӑ. Хайхискерсем петарда сирпӗтме шухӑшланӑ.

Вӑйӑран вӑкӑр тухать. Ку тӗслӗхре те ырӑпа вӗҫленмен. Петарда ҫурӑлсан ҫулӑм утта тӳрех ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫурта тата мунчана сыхласа хӑварма пултарнӑ. Юрать, ачасем шар курман. Пушара 10 минут сӳнтернӗ. Кил хуҫисем 6 тонна утӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82325
 

Персона Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев

Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн председательне паян патшалӑх наградипе чысланӑ. Ордена ӑна паян тыттарман-ха, анчах парасси ҫинчен калакан хушӑвне кӑларнӑ.

Республика Элтеперӗн паянхи 40-мӗш номерлӗ Хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Порфирьев судьяна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ.

Николай Петрович — чӑваш. Кӑҫалхи ҫул уншӑн юбилейлӑ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑскер ҫитес уйӑхра 65 ҫул тултарать.

Чӑваш Енӗн Аслӑ судне вӑл 2005 ҫултанпа ертсе пырать. 1986 ҫултанпа унта председатель ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Судья ӗҫне 1979-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн тӳринчен тытӑннӑ. Кайран ӑна асӑннӑ район сучӗн ертӳҫине лартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Мельница» (чӑв. «Арман») тулли мар яваплӑ общество хӑйӗн бизнесне йӗркелеме тата аталантарма тесе вырӑнти хыснаран грант илнӗ. Укҫа виҫи ытлашши пысӑках та мар-ха: 50 пин тенкӗ. Ҫапах вӑл та ҫӗрте йӑваланса выртмасть мар-и?

Тӑвай район прокуратури коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна вырӑнтисем епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ чух хайхи «Армана» укҫана саккунлӑ мар майпа уйӑрнине асӑрханӑ. Услама йӗркелеме уйӑракан тупрана эрех-сӑра ваккӑн сутакансене пама юраман. Ҫакна шута илмесӗр кӗмӗллӗ тума йышӑннисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Маларах асӑннӑ тулли мар яваплӑ обществӑран вара 50 пине суд урлӑ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл укҫана «Арманӑн» хыснана тавӑрса памалла тесе пӗлтерет Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова.

 

Вӗренӳ

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.

Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.

Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.

2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.

Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.

 

Политика Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев

Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине республикӑн премьер-министрне пулӑшма шаннӑ. Кун пирки Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Политикӑри тата влаҫ органӗсенчи улшӑнусене сӑнаса пыракансем вице-премьер должноҫне кама шанасси пирки пуҫ ватма иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тытӑнчӗҫ. Шӑпах ҫав вӑхӑталла Чӑваш Ен Элтеперӗ пысӑк шайри должноҫсене вице-премьер портфельне тыттарма ирӗк паракан йышӑну кӑларчӗ.

Юрий Васильев 1968 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта вӑл Ленинградри аслӑ зенит ракета училищине вӗренсе пӗтернӗ. 2003 ҫулта Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче «Историпе политологи» специальноҫа алла илнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан Патшалӑх службин Атӑлҫи академине вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн управленине ӑша хывнӑ. 2010–2012 ҫулсенче Тӑвай район администрацине ертсе пынӑ. 2012 сӳлхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Чӑваш ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне лартнӑ, 2014 ҫулхи раштавра асӑннӑ Администрацине ертсе пыма шаннӑ.

 

Культура

Пушӑн 11-мӗшӗнче Тӑвайри культура ҫуртӗнче «Тӑвай пики — 2016» 5-мӗш конкурс иртнӗ.

Конкурсра унчченхи ҫулсенчи самантсене аса илес тесе видео пӑхнӑ. Унтан сцена ҫине кӑҫал конкурса хутшӑннӑ чиперккесем тухнӑ. Унта 8 пике хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Снежана Журавлева, Ирина Артемьева, Анжела Никифорова, Кристина Степанова, Маргарита Алексеева, Валерия Николаева, Дарья Совина.

Пикесем тӗрлӗ конкурсра ӑмӑртнӑ. «Туй кӗпипе тухни» конкурсра вӗсем тӗрлӗ халӑх туйне сӑнланӑ.

Кӑҫал «Тӑвай пики» ята Анжелика Никифорова тивӗҫнӗ. «Ӑс пике» тата «Пултаруллӑ пике» номинацире Кристина Степанова тата Диана Иванова ҫӗнтернӗ. Куракансем Валерия Николаевӑна кӑмӑлланӑ. «Хӳхӗм пике — Маргарита Алексеева, «Ҫепӗҫ пике — Ирина Артемьева, «Сӑпайлӑ пике» — Снежана Журавлева.

 

Хӗсмет

Хальлӗхе лекеймен-ха. Анчах Пуҫиле ӗҫе Тӑвай район прокуратури суда ярса панӑ. Апла тӑк ҫывӑх вӑхӑтра Тӑвай район каччин суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ.

26-ри ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 328-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарни каччӑ хӗсметрен 2009 ҫултан тытӑнса 2015 ҫулхи раштавччен пӑрӑнса ҫӳренипе ҫыхӑннӑ. Салтак пӑтти ас тивме васкаманскер килте вӑхӑта ахаль ирттермен: Мускав облаҫӗнче тар тӑкнӑ. Ҫар комиссариатӗнче тӑрӑшакансем салтак каймалли повесткӑна алӑран тыттарсан та каччӑ инҫе ҫула туха-туха кайнӑ.

Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй айӑпне йышӑннӑ, анчах салтак каяс килменнине тунман.

Ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнса ҫӳренӗскере саккун 200 пин тенкӗ таран штрафланинчен тытӑнса икӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.

 

Пӑтӑрмахсем

Тӑвай районӗнчи йӗрке хуралҫисем Сиринчи тата ытти ҫӗршыври саккунлӑ мар ушкӑнсене хутшӑнма пултаракансене палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Кун пирки унти полици ӗҫченӗсем терроризма тата экстремизма хирӗҫ тимлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Канашлӑва Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова ирттернӗ. Унта йӗрке хуралӗпе ҫыхӑннӑ ытти службӑсен яваплӑ специалисчӗсем те хутшӑннӑ, хӑйсен хӑш енӗпе ҫине тӑни пирки каласа кӑтартнӑ.

Нарӑс уйӑхӗнче кам епле тимленине тишкернӗ май медучрежденисенче терроризмран сыхланассипе ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Прокуратура вара шкулсенчен пӗрине ирӗклӗнех кирек кам та кӗрсе тухаяссине асӑрханӑ. «АвтоВАС» общество та терроризмран асӑрханассипе Тӑвай районӗнче ҫителӗклӗ вӑй хумаҫҫӗ иккен. Мӗнпур кӑлтӑк пирки яваплисем асӑрхаттару хучӗсем шӑрҫаласа ҫитменлӗхе пӗтерме хушнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Сӑра сакки сарлака та тем те тутарать вӑл. Тӑвай районӗнче нумаях пулматсь, ав, Тӗмен облаҫӗнчен тӑванӗ патне хӑнана килнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ.

59 ҫулти арҫын иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тӑванӗпе тата пӗр ял ҫыннисемпе кӗреке хушшинче саркаланнӑ. Тем пайлайман-ҫке эрех пӗрле ӗҫекен туссем - хӑнана пынӑ ял ҫынни тӑвансемпе хирӗҫсе каять те хӗнеме пуҫлать. Тӗменрен килнӗ хӑна ҫӗҫӗ ярса илет те икӗ хутчен сулса ярать. Ҫапӑҫӑва пуҫарни ҫийӗнчех вилсе каять.

Хӑйсене хӳтӗлес тесе алла ҫӗҫӗ тытнӑ арҫына суд нумаях пулмасть ҫирӗп режимлӑ колоние сакӑр ҫуллӑха хупма йышӑннӑ тесе пӗлтерет Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова. Суд хыҫҫӑн вунӑ кун ҫитейменнине кура приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.

 

Культура Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи культура ҫуртӗнчи мероприятисенчен пӗри
Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи культура ҫуртӗнчи мероприятисенчен пӗри

Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.

«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.

Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, [28], 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 03

1973
52
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ.
1979
46
Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть